. Лăнма хăмăш витĕр сывланă; Тăван Ен
Лăнма хăмăш витĕр сывланă; Тăван Ен

Без кейворда

«Красная звезда», «Хыпар» хаçат редакцийĕсене çырнă çак çыру сыпăкĕсен авторĕ – пирĕн ентеш, Хурамакассинче пурăннă Иван Львович Андреев. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи мĕн тĕрлĕ кăна тĕрĕслемен-тĕр унăн кăмăл çирĕплĕхне! Совет çарĕн командирĕсен приказĕсене пурнăçласа связист та, стрелок-разведчик та, танк десантникĕ те, автоматчик та пулма тивнĕ унăн. Вилĕм хыçранах йĕрлесе çÿренĕ, анчах та виçĕ хут тăшман тыткăнĕнчен хăтăлма мехел çитернĕ. «Тарма май çук тенине эпĕ нихçан та ĕненмен, – тенĕ вăл. – Кирек мĕнле хăрушлăхран та çăлăнма май пур. Тепĕр çăлăнăç – вилĕм кăна». Тăшман тыткăнĕнчен хăтăлма ăна кашнинчех унăн пирĕштийĕсем пулăшса пынă – историе яланлăха çырăнса юлнă асамлă пулăмсене урăхла нимĕнле те ăнлантараймăн.

«Çар тивĕçне эпĕ 1939 çулта Могилев хулинче танк десантĕнче пурнăçлама тытăннă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланни пирки хыпара Белосток хули çывăхĕнче пĕлтерчĕç пире. Салтак аттине хывмалли вăхăт çитсе пыратчĕ. Пирĕн вара киле таврăнас вырăнне çав ирех, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, пĕрремĕш атакăна кĕме тиврĕ. Гитлерăн фашистла çарĕсене аркатса пырсах Киев хулине чакса çитрĕмĕр. Тăшман хулана хупăрласа илнĕ май пирĕн йыш чакнă подразделенисем хуçасăрланса юлчĕç. Августăн 20-мĕшĕнче çухаласа кайнă салтаксене пĕр çĕрелле пухса пырса Пирятин хули çывăхне çитрĕмĕр. Пирĕн командирсем шурлăхлă, юхан шывлă, вăрманлă вырăнсенче шанчăклă тесе шухăшларĕç. Сăрталла хăпарсан сасартăк вăрман кĕрлесе шатăртатма тытăнчĕ. Минометсенчен, пулеметсенчен персе пирĕн ушкăна тĕппипех аркатрĕç. Аманнисене икĕ талăкран пуçтарчĕç. Вĕсен хушшинче эпĕ те пулнă. Салтаксене Пирятин хулинчи чиркĕве тата ытти çĕре чышса тултарчĕç. Киев хулин 2-мĕш лагерьне леçрĕç. Унта пирĕнпе 86 пин çын çитнĕ-мĕн. Тыткăна лекнисен пурин çи-пуçне те хывса илчĕç – Гитлертан çакăн пек хушу пулнă. Юр та çума пуçларĕ – эпир вара тимĕр картари таса уйра гимнастеркăпа, урари портянкăпа тăратпăр. Выçăпа, сивĕпе аптăранă пирĕн салтаксем талăксерен 30-40-шерĕн вилме тытăнчĕç.

Унтан пирĕн салтаксене вуншар пинĕн илсе кайма тытăнчĕç. Эпĕ вара этаппа кайма пĕрремĕш тăтăм. Вунă пинĕшне суйласа илеççĕ те, ытисене салатса яраççĕ. Эпĕ пĕрремĕшсен йышне кĕме шут тытрăм. Çул çинче пынă чух утайманнисене пере-пере çул айккине сирсе хăварчĕç. Выçăпа вăйран кайнине туйса, утма йывăрланса çитнипе колонна хыçĕнче пыратăп. Нимĕç салтакне йĕме антарас пек туса кăтартатăп. «Комарат ох!», – тетĕп. Вара нимĕçсенчен пĕри ăнланчĕ, тула тухма ирĕк парса: «Век!» – терĕ. Çул айккинче лутра шăтăк пулнă-мĕн. Шурă юрпа тулнăскер ăшне кĕрсе лартăм та гимнастерка çулине тавăрса хăть персе пăрахчĕр – тухмастăп, ку манăн ĕмĕрлĕх тупăксăр масар терĕм. Тăрса утнă пулсан та пĕрех персе пăрахатчĕç. Çĕр каçнă хыççăн, тăна кĕрсен, ута-ута пĕр ял патне пырса тухрăм. Çутă курса кайрăм! Ял пуçĕнчи иккĕмĕш çурт алăкне шаккарăм та алăка уçнă кил хуçи иртме сĕнчĕ, ырханланса кайнине кура вĕри сĕт ĕçтерчĕç. 180 ытла сантиметр çуллĕшпе эпĕ ун чух 40 кг çеç таякан пулнăччĕ вĕт! Сехетсерен пĕрер кашăкшар çеç çитеретчĕç. Хама ача пек пăхнă кил хуçи арăмне, Раисăна, кайран та аса алсе пурăнăп-ха эпĕ. Вăрçă хыççăн çуралнă хамăн хĕрĕме те унăн ятнех парăп. Унччен маларах та çухалса юлнă салтаксене йышăннă вĕсем, анчах та выçса çитнĕскерсем нихçан апат курман пек çисе лартнипе кÿпĕне-кÿпĕне кайса вилнĕ. Икĕ эрнене яхăн вăй илнĕ хыççăн хамăрăн çара шыраса тупма пуçтарăнтăм. Эпĕ присяга панă-çке! Кил хуçи вара çул çине кĕтмен «документ» хатĕрлеме пуçларĕ: миххе улăм чышса тултарчĕ, кĕрепле тыттарчĕ. Çапла вара нимĕçсем куç тĕлне пулсан ăна салата-салата туранă пек тăваттăм. Эпĕ çар çынни пулнине вĕсен тавçăрма юраман. Мăйăх ÿссе кайнипе мучи пек те курăннă пуль ун чухне. Граждан çынни пек ерипен Çурçĕр Донецк патне çитиччен утрăм. Вăл вăхăтри çар законĕ тăрăх кашни яла кĕрсе старостăна паллă ларттармалла пулнă. Ман пеккисене тыта-тыта комендатурăна яратчĕç. Унта чылайăшне персе те пăрахнă. Мана вара çул çинче яланах темле вăйсем пулăшса пынă. Пĕррехинче эпĕ пырса кĕнĕ килте фашистсем эрех ĕçсе савăнма хатĕрленнĕ. Староста, Совет Союзĕн агенчĕ пулнăскер: «Ÿсĕрместĕн-и?» – терĕ. Вăл мана кăмака айне кĕртсе лартрĕ. Ÿсĕр нимĕçсем салтак арăмĕсен çумне çулăхнине эпĕ ун хушăкĕнчен тарăхнипе шăла шатăрттарса пăхса выртрăм. Кил хуçи вара нимĕçсем çав-çавах ăнланманнипе усă курса купăсне çиллессĕн турта-турта вĕсене вырăс такмакĕсемпе тăрăхлатчĕ.

1941 çулхи декабрь уйăхĕнче эпĕ чарăннă тепĕр яла, Гусаровкăна, тинех Хĕрлĕ Çар пырса кĕчĕ. Çакăн чухне пурĕ 52 пин çынна ирĕке кăларчĕç вĕсем. 200 çынран тăракан пирĕн ушкăна Сталинграда хÿтĕлеме ячĕç. Мамай Курганне те сыхланă эпир, унти «Красный октябрь» завода та. Çакăнти çапăçусенчен пĕринче пуçран амантрĕç. Анчах та госпитальте вăрах выртма вăхăт пулман.

Бригадăна Астрахань хули çывăхне куçарсан Элиста хулине, унтан юхан шыв урлă каçса Дон çинчи Ростов, Таганрог, Горловка, Мокеевка, Донецк… хулисене ирĕке кăлартăмăр. Крым утравне тăшманран тасатса пынă хушăра пирĕн штаб бригади тĕп йышран тăрса юлнине кура пĕчĕк ялта çĕр каçма тиврĕ. Тул çутăлнă çĕре пире нимĕçсем çавăрса илнĕ. Эпир вун иккĕн кăна, пурте штаб ĕçченĕсем. Штаб начальникĕ танка çавра-çавра вĕсене енчен-енне пеме пуçларĕ. Нимĕçсем çакна кĕтмен. Эпир вара, хăюлланнăскерсем, ăна пулăшас тесе тĕрлĕ енчен тĕллерĕмĕр фашиста. Нимĕç батальонĕнчен пĕтĕмпе те 78 çын кăна тăрса юлчĕ. Вĕсем те пулсан хăйсемех парăнчĕç. Çапла Симферополь, Севастополь хулисене хăтартăмăр.

Бригадăна Балти тинĕсĕ хĕррине куçарсан Польша çĕрĕсем те тинех ирĕклĕн сывласа ячĕç. Германи çĕрĕ çине кĕрес умĕн Польша чиккинчи Щецино хулинчен кăнтăр еннелле икĕ кÿлĕ пурччĕ. Ун урлă каçса икĕ связист валли плацдарм тума хушу пулчĕ. Взвод командирĕ юхан шыв урлă кимĕпе çĕрле каçрĕ. Çыранăн тепĕр енче пире хĕç-пăшаллă тăшман кĕтсе тăни пирки тавçăрмалла пулнă пирĕн, анчах ĕлкĕреймен. Тапăнма пуçласан кам ĕлкĕрчĕ – пурте шыва сикрĕç. Çапăçу вĕçленичченех пăрлă кÿлĕре хăмăшпа сывласа лартăмăр. Çакăн хыççăн манран ÿпке чирĕ хăпмарĕ.

Германи çĕрĕ çине кĕтĕмĕр. Тăшмана сирсе Эльба шывĕпе ерипен малаллах шурăмăр. Майăн 5-мĕшĕнче вара Витенберг çывăхĕнче хамăрпа союзлă Англи патшалăхĕн çарĕпе пĕрлешсе вăрçă пĕтнине пĕлтерсе салют ятăмăр».

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

📎📎📎📎📎📎📎📎📎📎
Шрифт: